Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӑмӑртура (Волгин В.)

Ҫырма-ҫатраллӑ вӗтлӗх витӗр,
Хир тӑрӑх, чӑнкӑ сӑртсемпе
Ҫӗн йӗр хывса эп кайӑк евӗр
Вӗҫсе пыратӑп йӗлтӗрпе.

Юлташсемпе пӗрле сыхлатӑп
Ӑмӑртура эп шкул чысне.
Ҫитет-ха ҫамрӑк вӑй-хӑватӑм,
Упрасчӗ унӑн хисепне.

Пиртен килет дружина чысӗ,
Юлташӑмсем, тухар мала!
Мухтавлӑ ҫамрӑклӑхӑн призӗ
Пулсан та — пирӗн пулмалла!

1954

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-06 23:43:34 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2813 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем